Аскольд Де Герсо - Асамла тенче
- Название:Асамла тенче
- Автор:
- Жанр:
- Издательство:неизвестно
- Год:неизвестен
- ISBN:9785005678911
- Рейтинг:
- Избранное:Добавить в избранное
-
Отзывы:
-
Ваша оценка:
Аскольд Де Герсо - Асамла тенче краткое содержание
Асамла тенче - читать онлайн бесплатно ознакомительный отрывок
Интервал:
Закладка:
– Патша майрин влаçне юраймасăр хуса янă граф пулатăп эпĕ. Де Герсо йăхĕнчен пырать пирĕн несĕл. Жан этьен Мари тесе чĕнеççĕ мана, сирĕнле Иван пулатăп, – вĕçлерĕ çамрăк сăмахсене.
– Эх, пурнăç, – ассăн сывларĕ ватă, – мĕскер кăна курма тивмест-ши пурăннă пурнăçра? Çемьÿ пур-и вара сирĕн? – шăп кăшт ларнă хыççăн татах сăмах хускатрĕ Путап мучи. Ара, хăçан та пулсан ун патĕнче çавăн пек те чаплă çын пурăнасса пуçа та илмен-çке вăл.
– Вĕсем тепĕр çуна çинчеччĕ. Чирлесе ÿкиччен пĕрлеччĕ, малаллине пĕлместĕп. Сирĕн патăра та мĕнле килсе çитсе ÿкнине те чухласа илейместĕп, тĕлĕкри евĕр кăшт астăватăп. Йăлтах пăтранса пĕтрĕ пуçăмра. Хăш таврара эпĕ халĕ?
– Мĕнлерех килсе тухнине каярахпа каласа парăп… Пĕкĕлме уесĕнче эсир халĕ. Эпир кунта ултă-çичĕ килĕ çеç. Харпăр хăйĕн хуçалăх. Вырăнĕ ытла та илемлĕ кунта, – Путап мучи таçта инçетелле тинкерчĕ. Пуçĕнче тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ: ялĕ ÿссе кайĕ, çынсем йышланĕç, пурнăç улшăнĕ…
Çапла майпа, Путап мучи çемьинче çамрăк француз Жан Этьен Мари Де Герсо граф йăхĕн несĕлĕ вырнаçса çĕнĕ йĕрке хыврĕ. Урăхла каласан манăн мăн-мăн асатте…
Сенкер куçлă пике
«Çыр хĕрринче, хысак çинче, тÿпе пек сенкер куçлă пике тăрать…» – сăввăн малалли йĕркисем пуçран сирĕлнĕрен, ниепле те аса килмерĕç. Тата кирлех-ши вĕсем?
Çимун çав тĕпсĕр асамлă сенкер куçсене ăшшăн асăнчĕ чĕрере. Хăлĕ, тен, вăл çав куçсенче путмашкăн та хатĕр пулĕччĕ. Вĕсен тарăнăшĕнче путнă чухне çăлăнăç та кирлĕ пулмĕччĕ. Тепĕр пируса ивĕртнĕ хушăра пĕр шутламан-уйламан çĕртенех каçхине пулса иртнĕ тавлашу аса килчĕ. Мĕншĕн хăйне кăшт чарса тăмарĕ-ши вăл ун чухне? Темĕн ĕнтĕ малтан ĕçне пурнăçлатпăр, унтан шутлама пикенетпĕр, анчах чылай хушăра: чавса çывăх та, çыртма çук.
Çепĕç чунлă пикепе вĕсем ĕнтĕ виçĕ çула яхăн тĕл пулаççĕ, унăн шухăшĕпе паянхи кунччен вĕсер хутшăнăвĕ иккĕшин кăмăлне те каятчĕ пек. Пурте аванахчĕ темелле, мĕнле хура кушак чупса иртрĕ-ши вĕсен хушшинчен? Каччă пикене чун-чĕререн савни хĕршĕн вăрттăнлăх мар. Алă çинче çĕклесе çÿреме те хатĕр вăл ăна, çийĕнчен тусан пĕрчине те сирсе шăлса ярĕччĕ-и тата. Нихăçан та Çимун пикене кÿрентерсе курман, пур енчен те тивĕçтернĕ. Халĕ тата мĕскер пулчĕ вĕсен хушшинче?
Хаклă йышши тум-юм, укçа-тенкĕ, ылтăн-кĕмĕл капăрлăхĕсене те хăшĕ кăмăлне кайнине туянса панă, тинĕсри круизсене те пĕрре çеç мар тухнă – пур енчен те пикен кăмăлне тупатчĕ. Атлантика тинĕсĕнче те пулса курнăранпа чылай вăхăт та иртмен-çке-ха. Каччă ятарласа çав куруиза тухма мĕнпур ĕçне хăварнăччĕ. Хăш хулара кăна пулса курмарĕç-ши вĕсем çула майăн та, каннă хушăра та. Хăть те мĕнле пике те çакăн йышши пурнăç çинчен ĕмĕтленмелле çеç тесе шутлать каччă. Ылтăн сăпка кăна çакса паман та алă çинче йăтса çÿременни кăна. Ара, тата мĕскер кирлĕ?
Харкашусем вара каччă пикене ачине пăрахтăр тесе çине тăнăран пуçланчĕç. Çав самантран пике çиллессĕн пăхма тытăнчĕ ун çине, чăркăшма тапратать кашнинчех. Тата пĕрлешесси пирки пике сăмах хускатсан, килĕшме васкамарĕ каччă, унăн шухăшĕпе вĕсене капла та питĕ аван вĕт, мĕскер çитмест? Çавăн пек çырăнса пĕрлешни кирлех-шим? Каччă пикене уйрăм хваттер туянса пачĕ, пур тăкаксене те саплаштарса пырать, укçа енчен те нихăçан та хĕстермест. Мĕн чухлĕ кирлĕ – çавăн чухлĕ тыттарать, хăçан ытларах та.
Мĕншĕн хăвăн ирĕкне ача-пăчапа, çемьепе хĕстермелле? Нивушлĕ ирĕк пурнăç йăлăхтарса çитернĕ ăна? Нимĕнле те ăнланса пĕтереймест каччă çакана.
Çемьеллĕ тусĕсем калаçусенче, каçхине е çурçĕр варринче ыйхă татса ача сиктернисем, арăмĕсем пĕр çукшăнах тăрт-март тунисем çинчен пĕрре мар каласа панă. «Кусемпе ан хутшăн, лешĕсем сана кирлĕ çынсем мар», – çавнашкал сăмахсем яланах, кунран кун илтме кама кăмăллă пулни пур? Ют хĕрарăм çине пачах пăхма юрамасть, çавăнтах кÿлешÿ палăрать теççĕ. Тата тăванĕсем пур çĕре те хутшăнма, пурăнма вĕрентме тăрăшаççĕ. Çук, çавнашкал пурнăç ăна пĕртте килĕшмест…
Паян вăл ăнăçлă çамрăк усламçă, хуть те мĕнле çул та унăн умĕнче уçă. Мĕншĕн-ха унăн хăйне пĕр çукранах чăрмавсем тăратмалла? Вăл ăçта çул тытас тет, çавăнталла утать, çемьеллĕ пурнăçра ку йышши хăнăхусемпе сывпуллашма тивет. Çемье, унăн шухăшĕпе, ирĕк пурнăç çине тăлă тăхăнтартнипе пĕр танах. Çимун тăван ашшĕ пурнăçĕ тăрăхах пĕлет, ашшĕ, хăйĕн арăмне тарăхма пĕр еркĕнĕн ытамĕнче киленет, хушăран тĕрлĕ йышши командировкăна каятăп текелесе. Арăмне те ĕнтĕ нихăш енчен те хĕсни çук, çуртра мĕр кирлĕ – пурте пур, анчах та ыркăмăллăх, татулăх çитейменни çук-çук та – сисĕнет.
Çакна темĕн чулĕ мулпа та саплаштарма пулмасть. Кун пирки ашшĕпе амăшĕ харкашнă хушăра ăнсăртран илтсе пĕлчĕ вăл, урăхла-тăк, тен, сисмен те пулĕччĕ. Çын çине кăлармаççĕ вĕт ĕç-пуçа. Кÿршĕ-аршăсем вара унăн ашшĕне тĕслĕх тесе кăтартаççĕ хăйсен упăшкисене. Кăшт та пулин пĕлсенччĕ вĕсем çав тĕслĕх ĕн пурнăçĕ çинчен! Çавнăтах шухăшĕсене улăштарнă пулĕччĕç-и, тен.
Çимун вара çемьеллĕ пурнăçра çавăн йышши ултавпа пурăнасшăн мар. Хутшăнусенче пушшех ултава йышăнмасть вăл: хуть ĕçтешсемпе, хуть хĕрсемпе. Хăйне çавнашкал кăмăл-туйăмлă çын тесе йăпанать ĕнтĕ хальлĕхе. Анчах таçти шалти, авалхи манăçнă ĕмĕт çук-çук та сассине парать: «Çимун, эсĕ хăвна улталатăн. Эсĕ тÿпе пек сенкер куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленетĕн. Пике куçĕсем вара хăмăр тĕслĕ, çавăнта мар-ши чăн хуравĕ?»
Çутă кăвак куçсем – Çимунăн мĕн ачалăхран ларса юлнă ĕмĕчĕ. Çакăн пек ĕмĕт мĕн сăлтавпа астăвăмра юлнине, мĕскер тĕлĕшпе çуралнине хăй те астумасть вăл. Каччă çавăн тĕслĕ куçлă пикене тĕл пулма ĕмĕтленет, анчах тем чарса, пÿлсе тăрать ăна. Çавах та хăйне килĕшÿллĕ те ăслă пикесем тĕл пулсах тăраççĕ. Пĕр пулăм кăна чăрмантарать – атя саккунлă майпа пĕрлешетпĕр тени. Ăнланма та пулать ĕнтĕ, арлă-арăмлă пурăнма пуçăнсан, Аньăн шикленесси йăлт пĕтет, саккунлă майпа çырăннă упăшка йăпăр-япăр пăрахса кайма пултармасть.
…Çимун киленÿллĕыйхине татсавырăн çинче йăшăлтатрĕ, хăлхине алăкран шакканă сасă килсе кĕчĕ. Пике каçхине яланхилле сиввĕн калаçма, унтан ятлаçма тытăннăччĕ. Каярахпа хăйĕн çиллине тÿсеймесĕр хваттер уççине сĕтел çине ывăтса хăварнăччĕ. Халĕ, ав, кутăн килсе çитрĕ пулас.
«Ăнланса илнĕ, кутăн, таврăнса çитрĕ», – савăнăçлăн йăпанса хăпартланчĕ каччă. Васкамасăр çеç вырăн çинчен çĕкленчĕ. Вăхăта тăсса кутăнлашнă пикене юриех тарăхтарас тенĕн хăтланчĕ. Анчах та алăка уçсан, унта пике мар, хваттере тирпейлесе, хуçалăха тытса тăракан Ирина пулчĕ, качча тĕлĕнтерсе.
– Эпĕ сире тухса кайма та ĕлкĕрнĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çавах та, сас парса пăхас терĕм, – чĕнчĕ хайхи Çимуна курсан.
– Каçару ыйтатăп, эсир, Ирина, паянхине килесси пирки мансах кайнă, – кăшт кăмăлсăррăн (ара, пике пуласса шанса тăнăччĕ-çке, ĕмĕтленнĕччĕ) хуравларĕ каччă.
Читать дальшеИнтервал:
Закладка: